View in Telegram
Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! Паян эпир саккунлӑхпа йӗркелӗх хуралӗнче сыхӑ тӑрса пирӗн ҫӗршыв гражданӗсен прависемпе хӑрушсӑрлӑхне хӳтӗлекенсене чыслатпӑр. Сирӗн служба ахаль ӗҫ кӑна мар, вӑл – чун туртӑмӗ, ӑна пурнӑҫлама хастарлӑхпа тӳсӗмлӗх тата пысӑк яваплӑх кирлӗ. Ҫӗршывӑмӑрӑн право йӗркин органӗсен кун-ҫулӗнче паттӑрла тапхӑрсем питех те нумай. Паян эсир мухтавлӑ йӑла-йӗркене малалла тӑсатӑр, преступлени тӑвассипе ӑнӑҫ-лӑн кӗрешетӗр. Сирӗн пысӑк ӑсталӑхӑра тата хӑвӑра шеллеменлӗхӗре пула Чӑваш Енре политикӑпа социаллӑ пурнӑҫ лару-тӑрӑвӗ ҫирӗп шайра сыхланса упранать, республика вара Раҫҫейри чи хӑрушсӑр регионсенчен пӗри шутланать. Ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑварас тетӗп, вӗсем тивӗҫлӗ канура пулсан та ҫамрӑк сотрудниксене хӑйсен паха опычӗпе паллаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Сире професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Пирӗн хӑрушсӑрлӑхпа канӑҫлӑха шанчӑклӑн тивӗҫтернӗшӗн пурсӑра та тав тӑватӑп! Ӑнӑҫлӑ служба, тӑнӑҫлӑх тата мӗн пур лайӑххине сунатӑп! Уважаемые сотрудники и ветераны органов внутренних дел Российской Федерации! От всей души поздравляю вас с профессиональным праздником! Спасибо за ваш труд, профессионализм и преданность профессии. Благодаря нашим совместным усилиям в республике снижается уровень преступности,Чувашия – один из самых безопасных регионов России. Особую благодарность хочу выразить ветеранам, которые, находясь на заслуженном отдыхе, делятся ценным опытом с молодыми сотрудниками. Желаю крепкого здоровья, благополучия, мира и всего самого хорошего!
Telegram Center
Telegram Center
Channel