View in Telegram
кулленхи
ачалӑхран
ҫуллахи кунсенче хӗвел шевлисем кӗрекен иккӗмӗш хута чӗкеҫсем вӗҫсе килеҫҫӗ эх, пуҫлатпӑр йӑмӑкпа пӗрле кайӑка "пулӑшу парса" хӑвалама! Кӑшкӑратпӑр, кулатпӑр, унта-кунта чупатпӑр. Чӗкеҫӗ пирӗнтен тарса пӗр чӳрече патӗнчен тепри патне вӗҫсе ҫӑлӑнӑҫ шырать кӗҫех пирӗнтен ывӑннӑ кайӑк ман алла парӑнать. Эпир ӑна картише тухса "ачисем патне" кӑларса яратпӑр хӑранӑ тата халтан кайнӑ кайӑкӑн чӗри ман алӑра "кӑлт-калт" тапнине халӗ те манса каяймастӑп Чӗкеҫ йӑва ҫавӑракан ҫурта телейлӗ теҫҫӗ. Чӗкеҫ «чӗрине» тытса курнӑ ҫынна вара?
Share
Love Center - Dating, Friends & Matches, NY, LA, Dubai, Global
Find friends or serious relationships easily
Start