Иртнӗ вырсарникун ача-пӑча футболне курма лекрӗ. Паллах, чылай ҫамрӑк спортсменсем - арҫын ачасем, анчах пӑт-пат хӗрачасем те тӗл пулаҫҫӗ (ушкӑнсенче каччӑсем те, хӗрсем те пӗрле выляҫҫӗ, пайланман)
куракансен хушшинчи арҫын ача амӑшне: «Мӗншӗн кунта хӗрачасем те пур?»
Амӑшӗ иккеленсе: «Хӗрачасем те кирлӗ, вӗсем ыттисене хавхалантараҫҫӗ» 🤦🏻♀️ пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи тост пекех
аран-аран куҫа уҫса ҫӗнӗ кун пурӑнма тытӑнтӑм. Урамри ӑмӑр ҫанталӑк тата ӗҫре пухӑннӑ япаласем паянхи кунран ним ыррине те кӗтмелле мар тесе каланӑн туйӑнать
вырӑнтан тӑма пуҫласан пальтори кӗсъере шӑкаладсем пуррине аса илтӗм! Кун тӳрех лайӑх енне куҫрӗ. Вӑт телей!
Асанне Ачаранпах эпӗ Асаннене аслӑ та вӑйлӑ сӑнар пек курнӑ. Пӗчӗк чух вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа панине ӑша хывман. Анчах та ӳссе пынӑ май Аслӑ Анне кун-ҫулӗ ҫине урӑхла пӑхатӑп
Пирӗн Асанне "Эпӗ сана юрататӑп" тесе калакан ҫын мар. Эпир ун юратӑвне ӑшӑ чӑлха-нуски ҫыхса панинче, ирех вӑранса тутлӑ кукӑль пӗҫернинче, ялан савӑнса кӗтсе илнинче туятпӑр. Юратӑва тӗрлӗрен кӑтартма пулать-ҫке
«Хӗрсем» YouTube-проекта пуҫланӑ май, чӑвашла калаҫсан час-часах йӑнӑшсем тухса кайнине тата сӑмахсем ҫитменнине туятӑп. Ҫавна пула иккӗмӗш канал йӗркелесе ярас терӗм
ку страницӑна хальлӗхе кун кӗнеки (дневник) пек ҫеҫ ертсе пырас килет. Хамӑн шухӑшсене чӑвашла ҫырса хӑвармалли вырӑн пултӑр